Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Хĕвеле ялти хисеплĕ çынсем хăпартаççĕ


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвел пысăк, анчах çӳлтен пĕчĕккĕ курăнать, тет. Вăл вĕресе тăрать, çав тери вĕри, тет. Вăл çĕр çинче пурăнать, çĕр çинчен хăпарать, çĕр çине анать, тет. Вăл хăй тĕллĕн хăпараймасть тет. Ана хăпартма Турă ялти хисеплĕ çынсене уйăрнă, тет. Вĕсем ăна аран хăпартнă. Вăл хăйне хăпартнине пĕчĕк ачасем курасран питĕ шикленнĕ. Ачасем курсан кунĕпе пăхай-масăр хурланса çӳренĕ. Çавăнпа та ачасене Хĕвел тухиччен вăратман.
    
    1992 ç. Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Варманхерри Чурачакра 82-ри А.Н. Соколовăран Г.П. Алексеева çырса илнĕ. — ЧЛК, 1992, 518-мĕш тетр.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки